Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.10.2011 10:59 | 2176 хут пӑхнӑ
Виталий Енӗш
Виталий Енӗш

Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач».

Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ.

Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ. Вулакансем ӑна ытларах унӑн кӗске калавсемпе пӗлеҫҫӗ.

#тӗлпулусем, #вулавӑшсем, #Канаш районӗ, #Вӑрманкас Ухман

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем