 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче политика партийӗсем хастарланма, халӑхпа тӗл пулма ӑнтӑлни вӑрттӑнлӑх мар.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Куславккари пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен хулара митинг ирттерме шухӑшланӑ. Вунӑ кун маларах вӗсем ҫырупа вырӑнти тӳре-шара ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ, урамра пӗрле пухӑнма ирӗк ыйтнӑ. Митингсене, паллӑ ӗнтӗ, пули-пулми вырӑнта йӗркелеймӗн — ятарласа палӑртнӑ ҫӗрте кӑна. Куславккара ун пекки — унчченхи «Октябрь» кинотеатр умӗнчи лапам.
Ҫыру авторӗсене тепӗр икӗ кунтан район администрацийӗнчен «Молодая гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех урӑх сӗнӳпе тухнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем пролетариат ҫыравҫи А.М. Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине флешмоб ирттерсе уявлама шухӑшласа хунӑ-мӗн.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФКП райком ҫыруҫи И.Е. Кузнецов тата Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Р.С. Асадуллин унчченхи кинотеатр умӗнче 11 сехетчен тӑнӑ, анчах ҫамрӑксем флешмоба тухман имӗш. «Ҫыравҫӑ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мар, 28-мӗшӗнче ҫуралнӑран васкас темен пулинех?» — пуҫ ватаҫҫӗ хӑшӗсем.





