Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Константин Ишутов блогера нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.10.2018 17:36 | 1267 хут пӑхнӑ
Политика
cheb.mk.ru сайтран илнӗ сӑн
cheb.mk.ru сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енри блогера нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. «Коммерсантъ» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, сӑмах Константин Ишутов пирки пырать.

Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпар РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, каҫал утӑ уйӑхӗнче блогер халӑх тетелӗнче информаци материалӗ вырнаҫтарнӑ. Унӑн содержанийӗ Германи нацизмӗн идеологине реабилтацилессипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Прокурор пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва саккунлӑ тата тӗрӗс тесе шутланӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Ишутов поста Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Блогер айӑпне йышӑнман.

#политика, #блогерсем, #Следстви комитечӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамăр ял // 3283.57.6815
2018.10.05 19:00
Путин влаçсен тавăру.
Базиль Кириллов // 3518.73.3886
2018.10.07 09:48
"Нацизма тӳрре кӑларнӑшӑн" - тени вырӑнлӑрах мар-ши? Ма шутлама ӳркенетӗр?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем