Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Монополие хирӗҫ кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ 173-мӗш маршрута ӗҫлеме чарасшӑн. Яланлӑх мар. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен.
Монополипе кӗрешекенсем патне пӗр усламҫӑран ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫавна тишкернӗ май «Шупашкар (Юханшыв порчӗ) — Ҫӗрпӳ» ҫулпа хутлакан 173-мӗш маршрут йӗркене пӑсни палӑрнӑ. Асӑннӑ маршрутпа пассажирсене Софронов усламҫӑ турттарать. Ӑна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ суту-илӳ ирттермесӗрех ирӗк панӑ-мӗн. Министерство 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗчченех ҫӳреттерме кӑмӑл тунӑ.
Маршурта нимле конкурссӑр пӗр-пӗр организацие пани Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин Софронов усламҫӑпа тунӑ килӗшӗве 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен чарса лартмалла.
Agabazar // 1834.93.1563
2018.12.08 17:40 | |
Agabazar // 1834.93.1563
2018.12.08 17:44 | |
"Яланлăхах мар" тесе кама савăнтарасшăн?
Ну юрĕ, срокĕ иртсе кайĕ. Анчах унччен рынокри вăл вырăна тепри йышăнма ĕлкĕрет. | |

("Кошмарить", ас тăватăр пуль "пĕри" тахçан çапла каланине?)