Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет…

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ваттисен канашӗ 14.01.2019 10:35 | 5142 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Ҫук, чӑваш халӑх ташшисене тӗпчемен вӑл, халӑх ташшисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемен. Ҫитмӗл ҫул каялла вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне ҫуратнӑ – чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне Ӑстаҫӑ парнеленӗ.

Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Куславкка районӗнчи Мушар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Александровна Милютина тус-тӑванӗн шанӑҫне ку тӗлӗшпе те тӳрре кӑларма тӑрӑшатчӗ (ара, каланине мӗн пӗчӗкрен итлеме хӑнӑхнӑ-ҫке-ха!). Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл…

2014 ҫулта Елена Александровна хӑйӗн 95 ҫулне тӑван ялта ывӑлӗ-кинӗпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗн ачисемпе, пӗтӗм ял-йышпа паллӑ тунӑччӗ. Аслӑ урам хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе кӗрлесе тӑчӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе техӗмленчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ капмар чечек ҫыххи тыттарчӗ, Путин саламне вуласа пачӗ… Ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан Амӑшӗ ячӗпе чӑваш ӳнерӗн ӑстисем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраттарчӗҫ, ташӑ хыҫҫӑн ташӑ ҫаптарчӗҫ. Пӗри тепринчен маттуртарах: Александр Васильев, Людмила Семенова, Виталий Адюков, Хурамалти фольклор коллективӗ, Елчӗкри «Волжаночка» ансамбль…

Елена Александровна хӑй вӑхӑтӗнче ял Совечӗн секретарӗнче тата культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, икӗ ывӑл ҫуратса ҫунат панӑ. Вӗсенчен пӗри – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, пултаруллӑ педагог-балетмейстер, ӑста этнохореограф Владимир Аркадьевич Милютин. Ҫак ҫын чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне ҫӗнӗ сывлӑш вӗрсе кӗртрӗ, ӑна ҫӳллӗрех пусӑма ҫӗклерӗ. Вӑл вун-вун ҫул ӗнтӗ мӑн асаттесемпе мӑн асаннесен ташшисене шыраса тупать, ҫырса кӑтартать, тӗпчет, сӑн кӗртет, сцена ҫине кӑларать. «Ахаяс», «Шапӑртӑк», «Хора тяппа», «Ухинккелсен» тата ытти чылай хӳхӗм ташӑ, манӑҫлӑхран тухса, хальхи пурнӑҫпа сыпӑнчӗҫ. Вӗсене Владимир Аркадьевич Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, «Уявӑн» тата ытти пултарулӑх коллективӗн репертуарне кӗртрӗ. Ҫак ташӑсем Испанипе Итали, Франципе Бельги, Турципе Египет, Японипе Мексика тата ытти нумай-нумай ҫӗршыв кураканӗн чӗрине хӳхӗмлӗхӗпе тыткӑнларӗҫ.

Чӑваш халӑх ташӑ ӳнерӗн Ӑсти – Владимир Аркадьевич Милютин – пурнӑҫ парнеленӗ ҫынна ҫухатрӗ. Йӗрет вӑл. Анне кирек хӑҫан кайсан та – пысӑк ҫухату. Эпир те Владимир Аркадьевичпа пӗрле хурланатпӑр. Унӑн амӑшӗ хӑй ывӑлӗшӗн ҫеҫ мар, чӑваш хореографийӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ: ҫак хӗрарӑм пулман пулсан халӑхӑн ташӑ ӳнерӗн сӑнӗ чылай тӗксӗмрех пулӗччӗ.

Елена Александровна Милютина ҫуралнӑ чухне – ҫу уйӑхӗнче – ҫӗмӗртсем шап-шурӑ ҫеҫкере ларнӑ. Паян та вӗсем шуралнӑ – пас тытнӑ вӗсене…

 

Чӑваш Ваттисен тӗп канашӗ

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ваттисем, #Куславкка районӗ, #Мушар, #ҫухатусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Виттус // 8643.2.2943
2019.01.14 11:45
Чунĕ çÿлте Сет кÿллинче пултăр .Пархатарлă ячĕ чăваш ташшийĕ çинчен калаçнă чухне пире аса килсе тăрĕ. Тав сана, мухтав сана, Чăваш Амăшĕ!
Agabazar // 3285.03.4519
2019.01.14 15:29
Agabazar
Чăвашсен хăйсен хореографĕсем пулмалла, таçтан Мускавран е Владивостокран чĕнсе илмелле мар. Тавах чăваш хореографне çуратса çитĕнтернĕ амăшне.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем