Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хутран ӑсталанӑ вӗҫев карапӗсен куравӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 25.03.2012 20:04 | 1493 хут пӑхнӑ
Вӗсем пурте — хутран
Вӗсем пурте — хутран

Кашни ҫын пушӑ вӑхӑтне хӑй тӗллӗн ирттерет. Пӗри тӗрлет, тепри ӳнерлет, хӑшӗ вара йывӑҫран каскаласа кӑларать. Тӑвайра пурӑнакан каччӑ Кучеров Дима вара хутпа тата клейпа усӑ курсах вӗҫев карапӗсем ӑсталать иккен. Унӑн пухӑвӗнче халӗ 17 вӗҫев карапӗ. Ку шутра Ил-86, Боинг, Як-42, Ту-154, Ту-154-52, Ан-245 тата ытти те. Кашни карап хӑй «йӗкӗрешӗнчен» 144 хут пӗчӗкрех. Ӗҫӗ, паллах ӗнтӗ, кӑсӑклӑ, пуҫласа вӗҫне ҫитериччен вӑхӑт тата чӑтӑмлӑх пайтах кирлӗ.

Анчахрах каччӑ Тӑвай музейӗ ыйтнипе хӑйӗн пултаруллӑхӗпе халӑха паллаштарма килӗшнӗ. Экспозици уҫӑлнӑ-уҫӑлман куракансем музей ҫуртне йышлӑн пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Ку анчах мар, кӳршӗлле район музейӗсем те халь Димӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ, ырӑ сунса кӗтеҫҫӗ.

Карапсем пит паха пулнӑ пирки алла тытса пӑхас туйӑма пытарма пит йывӑр, «Экспонатсене тӗкӗнме юрамасть!» — тесе ҫырнӑ пулсассӑн та. Ку курава йӗркеленӗ музей ертӳҫи Светлана Сергеева каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра халӑха тӗлӗнтерме шутсӑр йывӑр, тем те пӗр шыраса тупма тивет. Тӗслӗх пек вӑл икӗ ҫул каялла ҫак музейрах вырнаҫтарнӑ «Утюгсем» курава аса илчӗ. Чӑн та питӗ кӑсӑклӑ пулса тухрӗ вӑл — ун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» те ҫырнӑччӗ.

Хутран ӑсталанӑ вӗҫев карапӗсен куравӗ кӑсӑклартарчӗ пулсан — пырса курӑр! Музей ӗҫченӗсем хапӑллӑн сире кӗтсе илӗҫ, ытти экспонатсемпе те паллаштарӗҫ!

#Тӑвай, #музейсем, #самолётсем, #техника, #ӑстасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем