Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.4 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ашшӗпе хӗрӗ кӗнеке пичетленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 22.05.2019 18:09 | 1447 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑшра «Вспомним всех поименно...» (чӑв. Пурне те ятран асӑнар)" кӗнекене хӑталнӑ.

Ӗҫӗн авторӗсем — Кивӗ Ахпӳртри А. Салминпа А. Павлова иккен. Вӗсем — ашшӗпе хӗрӗ. Пӗрле пулса ҫавсем тӑваттӑмӗш кӗнеке пичетленӗ.

Кӗнекене пахалама районти таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсем, библиотекарьсемпе музей, архив ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, авторсен ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем, вулакансем пухӑннӑ.

600 ытла страницӑллӑ кӗнекере ҫыравҫӑсем Туҫа ял тӑрӑхне кӗрекен ҫичӗ ялтан граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хастарсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Истори чӑнлӑхне ҫирӗплетес тесе авторсем Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчӗсемпе, ученӑй-историксен материалӗсемпе тата ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вӑрҫисене хутшӑннисене те манса хӑварман. Кӗнекере вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫне, вӑрҫӑ ачисем ҫинчен ҫырнӑ тӗрленчӗксемпе те паллашма пулать.

«Ку кӗнекене ман Туҫа ял тӑрӑхӗн энциклопедийӗ тесе калас килет. Пур енӗпе те паха та пуян кӗнеке», — тесе хак панӑ Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн членӗ, Н. Ларионов ветеран-журналист.

Районти таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Коннов кӗнеке авторӗсенчен пӗрне, Александр Николаевича, «Чӑваш Республикин паллӑ таврапӗлӳҫи» паллине ҫакса янӑ.

#таврапӗлӳҫӗсем, #хӑтлавсем, #Патӑрьел районӗ, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #Туҫа, #Кивӗ Ахпӳрт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

виттус // 3518.68.1677
2019.05.23 09:55
Туҫасем яланхиллех маттур!Савӑнса саламлатӑп!
Алексин // 6824.4.4793
2019.05.26 17:46
Мӗншӗн вӗсем тӑван чӗлхепе ҫырман? Ҫак шутлаттармасть-и сана, Виттус кукка?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем