Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ҫитмӗл урлӑ каҫнӑскер пилӗк медале тивӗҫнӗ

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Таисия Ташней 13.11.2019 06:11 | 464 хут пӑхнӑ
Спорт

Шӑмӑршӑ районӗнчи Владимир Шуряков спортсмен Кире пуканӗ йӑтассипе Сербинче ирттернӗ тӗнче чемпионатӗнче пилӗк ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Шӑмӑршӑ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе тӗнчен юбилейлӑ, вуннӑмӗш, чемпионачӗ Серби Республикинчи Нови Сад хулинче чӳк уйӑхӗн 6-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Наградӑсемшӗн 38 ҫӗршыври 600 ытла спортсмен тупӑшнӑ. 70 ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче Владимир Шуряков 5 ылтӑн медале тата кубока тивӗҫнӗ.

Владимир Шуряков – кире пуканӗ йӑтассипе ветерансем хушшинче темиҫе хут тӗнче, Европа, Раҫҫей, Чӑваш Ен чемпионӗ. Вӑл Гиннес рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе спорт мастерӗ, йывӑр атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.

#спорт, #ветерансем, #ваттисем, #ӑмӑртусем, #кире пуканӗ, #Серби

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Красновсем тинех ҫӗнтернӗ
2019, 01, 28
Европӑран медальсемпе таврӑннӑ
2019, 03, 11
Шупашкарти пенсионер Италире виҫӗ медале тивӗҫнӗ
2019, 08, 08
Полина Петухова Сараевӑран пӑхӑр медальпе таврӑннӑ
2019, 10, 29
Иркутск чӑвашӗсем шахмат ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ
2019, 11, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org