Культура
![]() Юрий Филиппов Республикӑри Пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Пултаруллӑ ӑста унта Ева Лисина пьеси тӑрӑх хӑй лартнӑ «Илюк» спектакльпе тухса кайнӑ.Пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑнма режиссер акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Моноспектакль «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫачӗн шӑматкунхи номерӗнче Юрий Филипповпа анлӑ интервью пичетленнӗ. Рита Арти журналист Юрий Филипповпа калаҫнӑ май: «Филиппов тата Кᴼ театр йӗркелес шухӑш нихӑҫан та ҫуралман-и? Нумаях пулмасть санӑн «Пукане-шоуна» курма тивнӗччӗ. Вышкайсӑр чаплӑ ӗҫ! Пирӗн чӑваш театрӗнче ҫавӑн пек шоу пытарӑннине пӗлмен те. Чӑн та, Пукане театрӗн сцени хӗсӗкрех-тӗр ун пек ӗҫ валли. Тен, пӗр актер театрӗ те кӑсӑклӑ пулмалла…» —тесе касӑкланнӑ. «Ун пек шухӑш тахҫанах пур. Шухӑшӗ пур кӑна мар, ӑна пурнӑҫа та кӗртсе пыратпӑр. Вӑл тӗнче шайӗнчи театр, анчах — пӗр актерӑн кӑна мар, тӗрлӗ ҫӗршыври пултарулӑх ҫыннисене пӗрлештерсе тӑрать», — тенӗ Пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |