Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ака уйӑхӗнчи ӗҫӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Аçтахар Плотников 01.05.2020 20:28 | 367 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Акӑ ӗнтӗ ака уйӑхӗ те вӗҫленчӗ, ҫу уйӑхне кӗтӗмӗр. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Пуш уйӑхӗнчи пек рекорд лартаймарӑмӑр пулин те кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенчен ытларах мӑшӑр турӑмӑр: + 33 110. Ҫапла май пирӗн Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче халь 382 882 мӑшӑр шутланать.

Иртнӗ уйӑхра эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» роман-эпопейӑна мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене те: Виталий Бианки, Юрий Сотник… Шел те, кӑшӑлвируса пула кӗнекесем сканерлас ӗҫре йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ ӗҫлеменрен ҫӗнӗ кӗнекесем тупма йывӑртарах. Ҫавах та алӑ усмастпӑр, тӗрлӗ майсемпе усӑ курса вӗсене тупма тӑрӑшатпӑр.

Серверти видеокарточкӑпа усӑ курса хамӑр куҫаруҫӑн хӑвӑртлӑхне ӳстерес тесе хӑтланнине пула унӑн ӗҫне йӑлт пӑсса пӗтӗртӗмӗр, сервера ҫӗнӗрен хӑпартма тиврӗ. Ҫавна пулах хамӑр вӑхӑта чылай пӗтертӗмӗр. Ҫавах та майӗпен юсаса ҫитерме шутлатпӑр-ха. Ҫӑвах та ырӑ хыпарсем те пур: Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пуҫланине асӑнма пулать: енчен те маларах пирӗн куҫаруҫӑпа Яндек.Тӑлмачӑнне танлаштарнӑ чухне вӗсем пӗр тан пыратчӗҫ пулсан (е пирӗн аванрах, е Яндекс.Тӑлмачӑн), халӗ вара ытларах енӗпе Яндекс.Тӑлмач лайӑхрах куҫару туса парать (хӑш чухне пирӗнни те аванрах куҫарса парать-ха). Мӑшӑрсен йышне 400 пине ҫитернӗ хыҫҫӑн хамӑр куҫаруҫӑн модельне ҫӗнетме шутлатпӑр. Аса илтерер: пирӗн куҫаруҫӑри модельте 250 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ, Яндекс.Талмача та ҫавӑн чухлех парсаччӗ.

Иртнӗ уйӑхри кӑтартусене пӑхсан, халь пирӗн корпусра 1 657 текст (+83), 429 463 пуплевӗш (+36 987). Сӑмах шучӗ вара — 4 685 823 (+318 680).

#ЧЧЛ, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» 300 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ хатӗрлерӗ
2020, 02, 26
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн нарӑс уйӑхӗнчи ӗҫӗ
2020, 03, 01
Пахалӑхлӑ куҫару тума кирлӗ калӑпӑшран 1/3 пайне турӑмӑр
2020, 03, 22
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ
2020, 03, 26
Пуш уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн рекордне ҫӗнетрӗ
2020, 04, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org