Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пахалӑхлӑ куҫару тума кирлӗ калӑпӑшран 1/3 пайне турӑмӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.03.2020 19:41 | 1654 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче паян пӗлтерӗшлӗ самант пулса иртрӗ — пахалӑхлӑ куҫару тума кирлӗ мӑшӑрсен йышӗн 1/3 пайне туса ҫитертӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрсен шучӗ 333 333-рен иртрӗ!

Хальхи вӑхӑтра Яндекс.Тӑлмачра та, эпир хамӑр хатӗрленӗ машшин куҫарӑвӗн сайтӗнче те чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан-чӑвашла куҫарма май пур пулин те вӑл тем тесен те ҫав териех пахалӑхлӑ мар. Хӑшпӗр чухне лайӑхах куҫарса парать, тепӗр чухне ӑнланма ҫеҫ пулать, виҫҫӗмӗшӗнче вара пач та ӑнланмалла мар куҫарса парать. Ҫакӑн сӑлтавӗ — куҫару тума мӑшӑрсем ҫителӗксӗртерех пулнинче. Тем тесен те эпир хамӑр вӗрентнӗ модельте те, «Яндекса» панинче те пурӗ те 250 пин мӑшӑр кӑна. Мӑшӑрсен йышне миллиона ҫитерсен ҫеҫ йӗркеллӗ, тивӗҫлӗрех куҫару тума май пулӗ.

Ҫавна май эпир пурне те ҫак ӗҫе хутшӑнма чӗнсе калатпӑр! Мӗнлде пулӑшма пултаратӑр-ха?

1) Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче чӑвашла пуплевӗшсене вырӑсла куҫарса (ку ӗҫе пурте тӑваймаҫҫӗ пулин те, хӑшӗ-пӗри ӑна пурнӑҫлама пултаратех!);

2) Сканерланӑ чӑвашла текстсенчи йӑнӑшсене юсаса тухса (эпир сире кӗнекен ӳкернӗ страницисене тата хӑй текстне парӑпӑр — сирӗн сканерланӑ хыҫҫӑн юлнӑ йӑнӑшсене юсаса тухмалла пулӗ);

3) Эпир ӑсталанӑ машшин куҫарӑвӗн сайчӗпе усӑ курса чӑвашларан-вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫарса (ҫапла май пирӗн куллен усӑ куракан тӗслӗхсем пухӑнӗҫ);

4) Чи ҫӑмӑл ӗҫ вара — эпир ӑсталанӑ машшин куҫарӑвӗн сайтӗнче пирӗн тӑлмач хатӗрленӗ куҫарусене хакласси (кунта япӑххисемпе аван куҫарусене ҫеҫ сирӗн суйламалла).

#ҫитӗнӳсем, #ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3215.38.1402
2020.03.22 23:39
Agabazar
Пуплевĕш = Пуплев+Ĕш.

Пуплев — япала ячĕ.
Ĕш — аффикс.

Япала ячĕ çумне -ĕш / -ăш аффикс хутшăнса çĕнĕ япала ячĕ пулма пултарать-и?

Пур-и унашкал тĕслĕх?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем