Хулара
![]() yandex.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкул ачисен юлашки шӑнкӑравӗ те онлайн мелпе иртет. Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ. Шкул директорӗсем монитор урлӑ ачасене саламлӗҫ, ырӑ сӑмах каласа пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫинче утма ӑнӑҫу сунӗҫ. Ытти чухне юлашки шӑнкӑрав уявӗне лавккасенче эрех-сӑра сутма чаратчӗҫ. Хальхинче те, уяв онлайн-мелпе иртет пулсан та, лавккасенче «ҫуттине» туянма май пулмӗ. Ку документа Шупашкар хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн экномика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Яковлев ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |