Культура
![]() Аванмартӑн кӑҫалхи парни Валери Туркая тивӗҫнӗ. Кун пирки художник Фейсбукра хыпарланӑ. «Пӗлтӗрхи 2019 ҫул, юлашки вӑтӑр ҫул хушшинчи йӑлана пӑсса, Аван мар премине пӗрремӗш хут никама та памарӑм. Ҫак ҫитменлӗхе тӳрлетсе, ҫулталӑк пӗтессе кӗтмесерех, 2020 ҫулхи Аванмартӑн Аван мар парнине Валери Туркая халаллани ҫинчен пӗлтерес килет. Урӑх чӑтма ҫук. Эс хӑть ҫӗр хут чӑплӑ пул, анчах та киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме сана никам та ирӗк паман! 2020 ҫулхи «хӑлхаллӑ купарча» ятарласа – Валери Туркая. ТУР! ТУР! ТУР! КАЙ, КАЙ, КАЙ...», – тесе ҫырнӑ Чӗмпӗрте пурӑнакан Виктор Аванмарт художник. Постра художник поэтӑн сӑввисене тишкернӗ. Пӗлменнисене пӗлтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |