Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Республикӑра: Узбекистанран таврӑнма пулӑшнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 22.06.2020 18:01 | 102 хут пӑхнӑ
Республикӑра
m.minval.az сӑнӳкерчӗкӗ
m.minval.az сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ.

Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача.

Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен.

#Кипр, #Греци, #Кӑнтӑр Африка, #Мексика, #Узбекистан, #хусан, #статистика, #Великобритани, #Аргентина, #Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Словакинче чӑвашсемпе паллаштарнӑ
2019, 08, 02
Энӗшпуҫ станцине юсанӑ
2020, 02, 27
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемьене киле таврӑнма пулӑшнӑ
2020, 04, 17
Чӑваш Ене Испанирен таврӑнайман
2020, 04, 24
Ливантан Чӑваш Ен ҫыннисене илсе килнӗ
2020, 05, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org