Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Олег Николаев чӑвашла калаҫни килӗшмен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.06.2020 08:09 | 1724 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика ертӳҫин тилхепине тытнӑ пӗрремӗш кнусенчен тытӑнса кашни ӗҫ эрнине пӗтӗмлетет. Ҫавна вӑл икӗ чӗлхепе хатӗрлет: чӑвашла тата вырӑсла. Кӗске видеора Олег Николаев иртсе кайнӑ ҫичӗ кунта асран юлмалли мӗн пулнине аса илет. Шӑматкун та ҫаплах тунӑ вӑл.

Хальхине вӑл: «Шел пулин те, ҫак эрне пӗтӗмлетӗвӗсене лайӑх мар хыпартан пуҫлама тивет», — тенинчен тытӑннӑ май республика ертӳҫи пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлни пирки асӑнса хӑварнӑ.

Инстаграма вырнаҫтарнӑ чӑвашла видеопӗтӗмлетӗве итлекенсенчен хӑшӗсем Олег Николаева чӑвашла калаҫнӑшӑн ӳпкелесе ҫырса тултарнӑ. Теприсем ӑна чӑвашла таса калаҫмасть тесе тиркенӗ.

#тӳре-шара, #политика, #чӑваш чӗлхи, #Элтепер, #чӑвшлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CBqiC0Sgq9U/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9427.9.0327
2020.06.22 17:49
Agabazar
Ĕнтĕ Хĕвел сÿничченех чăвашăн тăр-тăр чĕтресе пурăнма тивет-ши?

Интернетра тем калакан та пур, кашнинех хăлхана чикмесен те юрать.
Пурте // 3872.36.5923
2020.06.22 21:40
Ман шутпа Николаевӑн мӗнле калаҫас килет ҫапла калаҫмалла. Хӑйне хӑй пусмӑрлани питӗ начар вӗҫленме пултарать организмшӗн те, кармӑшӗн те

Тата пӗр кӑлтӑк пур: Ҫын мӗн сапалать - ҫавна пуҫтарать.
Чӑваш сӑмаххи сапалакан..... Продолжайте
Иванов юлташ // 2487.94.0573
2020.06.23 17:53
Ун пек сас-хуравсене, комментарисене итлемелле те мар, кунта çырса сармалла та мар. Пустой сӑмах, тесе калатчӗ ман анне. Шель, заметкӑра та тивӗҫлӗ хакламан. Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ - ста кирлӗ, ҫавӑнта тӑван чӗлхепе калаҫма пултарать. Извиняться тума кирлӗ мар, тӑлмачсем куҫарччӗр.
Таса калаҫмаст-и? Ним те мар, пурне те килӗшме кирлех мар.
Аптрман таваш // 1231.2.0123
2020.06.24 23:13
Ийа, Иванов юлташ, питӗ тӗрӗс-мӗнле пултарать, ҫавӑн пек калаҫтӑр-иҫ. Игнатьева та таса класмасть тесе тиркерӗҫ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем