Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Пӑтӑрмахсем: Питӗр тӑрӑхӗнчи мотоциклист машинӑпа ҫапӑннӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 12.07.2020 14:21 | 1721 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Авари «М-7» федераци тӗллевӗллӗ трасса ҫинче, ҫул юсакан вырӑнта, пулса иртнӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катӗк ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехет те 30 минутра мотоциклист умра пыракан «BMW» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Унтан вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫинчи фурӑпа ҫапӑннӑ.

Мотоциклист Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын пулнӑ. Йывӑр аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем хыпарланине кура «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклист умра пыракан машинӑпа ытла ҫывӑх пынӑ.

#Ҫӗнӗ Катек, #Ленинград облаҫӗ, #ҫул-йӗр, #Ҫӗрпӳ районӗ, #инкексем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӑватӑ пассажир аманнӑ
2020, 01, 22
Пуйӑспа ҫапӑнса вилнӗ
2020, 01, 27
Депутат ачана амантнӑ
2020, 03, 20
Ҫынна ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ
2020, 03, 24
Велосипедпа пыракана ҫапса хӑварнӑ
2020, 06, 07

Комментари:

Agabazar // 4690.2.0715
2020-07-12 20:14
Agabazar
Катĕк мар, Катек

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org