Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫыравҫӑсене медальпе чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.08.2020 22:07 | 1469 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Олег Николаев, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, пултарулӑх ушкӑнӗсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва, «Патшалӑхӑн культура программине пурнӑҫлас ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнасси» ятпа ҫавра сӗтел пек ирттернӗскерне, Роза Лизакова культура министрӗ ертсе пычӗ.

Республикӑра пурӗ вунвиҫӗ пултарулӑх ушкӑнӗ шутланать. Вӗсен йышне ҫыравҫӑсен, художниксен, театр ӗҫченӗсен, композиторсен, артистсен тата кинематографсен ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Тӗлпулура кашни ушкӑнах сӑмах пачӗҫ — ертӳҫисем вара вӗсене мӗн пӑшӑрхантарни пирки каларӗҫ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсене ытларах енӗпе укҫа-тенкӗ сахал пулни пӑшӑрхантарать. Патшалӑх структурисем кӗнекесем туянма пӑрахни, гонорар фончӗ ҫукки, пултарулӑх студийӗшӗн энергипе тивӗҫтерекен компанисем ҫутӑшӑн предприятисемпе тан тӳллетерни. Ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнне вара вӗсене пултарулӑх студийӗсене уйӑрса паманни пӑшӑрхантарать.

Тухса калаҫакансем чылайӑшӗ чӑваш культурине аталантармалли пирки каларӗҫ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине хистесе вӗрентмелле марри ҫинче чарӑнчӗҫ, кашни ҫынна унӑн чун хавалӗпе чӑвашлӑха туртмалла тесе каларӗҫ.

Тӗлпулу вӗҫӗнче культура анинче чылай вӑхӑт хушши тӑрӑшакансене республикӑмӑр 100 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ медальпе чысларӗҫ. Чысланнисен йышӗнче Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Валери Туркай, Юхма Мишши, Анатолий Кипеч, Виталий Родионов, Праски Витти тата ыттисем пулчӗҫ.

#тӗлпулусем, #Элтепер, #культура, #чӑвашлӑх, #ӳнер, #наци вулавӑшӗ

 

Сӑнсем (41)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.09.01 06:23
Медалька хыҫҫӑн теприсем курнине те курмӑш пулса лараҫҫӗ теҫ халӑхра. Укҫа,укҫа,укҫа анчах кирлӗ. Хистесе вӗрентмелле мар теҫ ? Уйрӑмах влаҫрисем хыҫҫӑн каласан сутӑннӑ пек туйӑнмаҫ ? Шкулта пур предметата хистесе вӗрентеҫҫӗ пулсан халӑхӑн тӑван чӗлхине уйӑрса хӑварни паллах сӑваплӑ ӗҫ ? Ӑнланмалла .Кивельнӗ,парӑннӑ.
Илле // 3778.8.4050
2020.11.23 01:53
Медалĕ медаль пек пулсанччĕ хăть! Вăл, намăс пулин те, патшалăх награди те мар. Пуçлăхсем тăван патшалăх юбилейне çав таран хисеплеççĕ ĕнтĕ. Илес текеннисем эх! хирĕçеççĕ, тавлашаççĕ... "Категорически" кирлĕ мар текеннисем те, парсанах, шăвăç медаль илме чупса каяççĕ. Сумлă пек ватти те, пиçĕхсе çитмелли пекки те! Хăçантанпа ĕнтĕ! Тĕнчери хыпарçăсенех çитрĕ! Куршĕ тутарсене ма пăхмаççĕ? Унта çавăн пекех статуслă юбилей медалĕ - патшалăх награди. Çитменнине, пирĕнни пек шăвăç мар - ылттăнпа кĕмĕлрен хатĕрлеççĕ. Нефть çине çеç пуç ан сĕлтĕр - курăнсах тăрать, Тутарстан ертÿçисен чунĕ те пуянрах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем