Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тимӗр Тяпкин чӗлхене упраса хӑварасси килтен пуҫланать тесе шухӑшлать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.08.2020 19:59 | 1282 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ кӑтартакан «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра, Алексей Енейкин тележурналист калашле, «чӑваш халӑх пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн ҫунакан чӑн-чӑн чӑваш» Тимӗр Тяпкин пулнӑ.

Журналистпа чӑваш хастарӗ «тӗлӗнсе пымалла хӑвӑрт аталанса пыракан тӗнчере чӑвашлӑха упраса хӑварасси» пирки калаҫнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру япӑх мар», — тесе хакланӑ Тимӗр Тяпкин.

Тимӗр Тяпкин ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫманни пирки пӑшӑрханать. Общество организацийӗсен ҫирӗпрех ыйтмалла тесе те шухӑшлать вӑл. «Чӗлхене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Чи малтан вӑл килтен пуҫланать», — тенӗ хайӗн ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентекен Тимӗр Тяпкин.

#ачасем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1328.99.7921
2020.08.31 23:32
Agabazar
Килте пуçланать те килтех вĕçленет тесшĕн ĕнтĕ...
Agabazar // 1328.99.7921
2020.08.31 23:35
Agabazar
Ну пăшăрханать пултăр. Пăшăрханнипе çеç мĕнех тăвайăн?
Agabazar // 1328.99.7921
2020.08.31 23:37
Agabazar
Хăйĕн ачисене чăвашла вĕрентес тĕлĕшпе Тимĕр Тяпкин, ненай, темле пысăк çитĕнÿсемех тăвайман пуль.
Валери Туркай // 7042.9.2355
2020.09.03 20:04
Тек хуравламастӑп тенӗччӗ те, хальхинче чӑтасси пулмасть.
Мӗн тери нӗрсӗр те нишлӗ этем эс, ***!
Юрать-ха паячн Тяпкин пеккисем пур! Куртӑм передачине, пӗтӗмпех тӗрӗс каларӗ Тимӗр. Пӗтӗмпех!
Эс малтан пире ХӐВӐН чӑвашла калаҫакан ачусемпе мӑнукусене кӑтарт-ха (вӗсем пур пулсан, паллах)! Вара Тяпкин-Лукианов- Илле Иванов-Туркай йышшисемпе калаҫ!
Аҫтахар! Тек ан ҫыртар-ха, тархасшӑн, ҫак ҫынна ҫак сайтра!
Уссинчен сиенӗ ытларах унран!
Валери Туркай.
Микула // 9259.3.8429
2020.09.04 05:05
Садиксемсӗрех ,шкулсемсӗрех тени салтаксене пӑшалсемсӗрех тесе ӗнентерме хӑтланнипе пӗрех ?
Пӑшӑрханни мар пулӗ ку пулӑм ?
Тимер // 2835.82.4537
2020.09.04 06:47
Ҫынсем пултарнӑ. Ма пит хӑратӑр ыттисем те пултарассинчен?
Agabazar // 2218.70.3275
2020.09.07 18:44
Agabazar
Эп «çак çын» мар, эп — Акапасар. Валлери Туркай мар, Акапасар Аçтахартан ыттисен çăварне хуплама ыйтсан мĕн пулать?

Валери Туркайсăрах пур кунта Акапасар çăварне хупма ыйтакансем. Хупаççĕ те.

Валери Туркай кунта тĕрлĕ вĕтĕр-шакăрсене мораль вуласшăн. А вăл шултрарххисене тивме хăтланса пăхтăр.

Кам пултарнă? Тимĕр пултарнă-и?
Ав, челевисăрпа нумаях пулмасть Елена Нарпи тата Ольга (Ульха темелле-ши?) Туркай калаçавĕ пулса иртрĕ (823-мĕш кнопка). Мĕн теççĕ-ха?

Килте чăвашла калаçкалатпăр та, урамра, çынсен хушшинче пурпĕрех вырăсла калаçма тивет текелени пулчĕ.
Agabazar // 2218.70.3275
2020.09.07 19:00
Agabazar
Винават, Елена Нарпи мар, Елен Нарпи ([Елень] пек вуланать пулас).
Эп асӑннӑ телепередача ак кунта — https://www.youtube.com/watch?v=xhwKSa0CqQc
20:40 хыҫҫӑн пӑхмалла.
100% чӑваш тесе мухтанни-каппайланни, слапух Турра, унта питех курӑнмасть.
Вӑт пур тӗнчере Валери Туркай. Халӑх поэчӗ ячӗллӗ ҫын. Анчах та, питех те тӗлӗнмелле, ӑна темӗнле Акапасар сехӗрлентрсе тӑрать иккен.
Валери Туркай // 2634.07.8657
2020.09.10 22:42
Мана масарпасар "сехӗрлентерсе тӑрать"?!
Фантастика!
Пыйтӑ слон пулма шут тытнӑ.
Валери Туркай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем