Культура
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пултарулӑх ушкӑнӗ гастроле тухса кайнӑ. Йыша ӳнер учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов ертсе пырать. Пукане театрӗн артисчӗсем Улатимӗр тата Рыбинск хулисенче спектакль кӑтартӗҫ. Вӗсем Улатимӗрти тата Рыбинскри пукане театрӗсен сценисем ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Гастроль чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырӗ. Инҫе ҫула артистсем Ева Лисинан «Лопухий Илюк», Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спекталкьсемпе тата «Петушок – золотой гребешок» вырӑс халӑх юмахӗпе тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |