![]() Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ! В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать! Пирӗн ҫамрӑксен театрӗ чӑваш чӗлхинчен ютшӑнас ҫул ҫине тӑчӗ-ҫке! Мӗн тумалла-ха?! Пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул: Валерий Николаевич Яковлева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне куҫарасси! Хӑй лартнӑ «Нарспи», «Кушар», «Кай, кай, Ивана» тата нумай-нумай чаплӑ спектакльсене выляттарас Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрӗн артисчӗсене! Пархатарлӑ шухӑш! Валерий Николаевич халӑхӑмӑрӑн шӑпипе пурӑннӑ ӗмӗр-ӗмӗр! К.В. Иванов ячӗллӗ театртан тухса кайма питӗ йывӑр! Анчах каймалла! В.Н. Яковлевӑн (100) ҫӗр ҫулхи паллӑ кунне Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрта ирттермелле пултӑр!
Тимофеев В.Н. Чӑваш аталану партийӗ
| ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |