Экономика
![]() 7ya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хак капашсӑр ӳссе кайнине сисрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмахран, сахӑр песукӗ икӗ хут хакланнӑ, хура тул кӗрпи — 1,5 хут. Кӗрпе-макарон, сыр, сысна ашӗ, ҫӑкӑр, панулми хакланнӑ. Потребитель рынокӗнчи лару-тӑрӑва паян Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче тишкернӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, инфляцин кӑҫалхи виҫи 4,5 процента ҫитнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри вӑтам шайран пысӑкрах. Апат-ҫимӗҫ хакӗ 6,6 процент пысӑкланнӑ, апат-ҫимӗҫ мар таварсен — 4,8 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |