Сывлӑх
![]() report.az сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра 96 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Палӑртмалла: ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленме пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне пӗтӗмпе 19198 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 17302-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем каллех нумаййӑн пулнӑ: 12 ҫын. Юлашки вӑхӑтра пӗр талӑкра 10-12 ҫын вилет. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 842 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 89 ҫын сывалнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, 28 кунра, республикӑри 314 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |