Хулара
![]() Шупашкарта кӳрсе килнӗ 4 троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ ҫак эрне вӗҫӗччен ҫула тухӗҫ. Ҫапла шантарать ЧР Транспорт министерстви. Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр иккӗшӗ – 18-мӗш тата 21-мӗш маршрутсем ҫинче. Шупашкарти троллейбус управленине панӑ тепӗр тӑватӑ троллейбус обкатка тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗри ҫӗмӗрӗлсе те ӗлкӗрнӗ. Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта 54-мӗш маршрут ҫине тухӗ. Палӑртмалла: Чаваш Ене 68 троллейбусран 31-шӗ килнӗ. Тепӗр 37-шӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |