Хулара
![]() Пӗлтӗр Шупашкар хулинче ҫӗрсене инвентаризациленӗ чухне ҫӗр саккунне пӑсакансене самай тупса палӑртнӑ. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, ҫӗре ҫынсем е организацисем хӑйсем тӗллӗн ярса илнӗ тӗслӗхе 747 хутчен асӑрханӑ, 9 пин объектӑн право хуҫине палӑртман, 20 пин ытла участока кадастр учетӗнче шута илмен. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка палӑртма хальхи вӑхӑтри инноваци технологийӗсем те самай пулӑшнӑ. Кунта пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене (дрон) асӑнса хӑвармалла. Ҫӗр саккунне пӑсакансене явап тыттарнӑ май хула хыснине пӗлтӗр 70 ытла миллион тенкӗ шыраса илме май килнӗ. Кӑҫал ҫав виҫе 20 пин тенкӗрен кая мар пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗрпе усӑ курнине тӗрӗслес ыйтӑва ӗнер хула администрацийӗн ирхи планеркинче сӳтсе явнӑ. «Бюджета кӗнӗ укҫапа хула хуҫалӑхне аталантарма усӑ курӑпӑр», – тенӗ Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |