Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Каллех 6 ҫын вилнӗ. Паллах, сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра каварлӑ вирус 1040 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Юлашки талӑкра 54 ҫын инфекциленнӗ. 50 ҫын вара сывалнине палӑртнӑ. Ку таранччен республикӑра 21452 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 19643-шӗ сывалнӑ. Ку 91,6 процентпа танлашать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 769 ҫын стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑранпа кӗҫех, пушӑн 19-мӗшӗнче, ҫулталӑк ҫитет.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.03.02 17:37 | |
"Чирлекенсем сахаланаҫҫӗ, вилекенсем ҫаплах нумаййӑн" пулсан, чирлемесӗрех вилме вӗренсе ҫитрӗҫ-и вара? | |
