Культура
![]() Екатерина Маркитанован «Контактра» страницинчи тата Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнчи сӑнӳкечӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Ҫак кунсенче Чӑваш Енри икӗ артист хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Музыка ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш академи симфони капеллин оркестр артистне Екатерина Маркитановӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Екатерина Петровна «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫуралнӑ, Новосибирскри Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен 2010 ҫулта вӗренсе тухнӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Леонид Яргейкин та тивӗҫнӗ. Унӑн театр ӳнерӗнчи тӑрӑшӑвне тата вӑл нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленине шута илнӗ. Леонид Алексеевич Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче 1982 ҫулта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |