Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашла кӗнекесене Раҫҫейӗн виҫӗ регионне ӑсатӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.06.2021 05:36 | 1227 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ учреждение тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче тата Тутарстанри чӑвашсем ҫӳрекен 13 вулавӑша 718 кӗнеке парнелеме йышӑннӑ.

Парне комплекчӗ чӑвашла 50 кӗнекерен тӑрать. Ҫав шутра — ачасемпе аслисем валли литература. Кунта А.И. Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», «Саланнӑ кӗлте»; С.Л. Павловӑн «Тӗтре», «Сулӑнчӑк» кӗнекисене асӑнма пулать.

Истори тата краеведени кӑларӑмӗсенчен Н.Е. Наумовӑн «Халӑх ҫӳпҫинчен» ӗҫне палӑртмалла.

Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли кӑларнӑ кӗнекесенчен П. Ҫӑлкуҫӑн «Кукамайӑм, кукамай», Д. Суслинӑн «Юрапи = Юрӑпи», А. Миллинӑн «Мухтанчӑк» («Хвастливый кот»), чӑваш халӑх юмахӗсене пухса чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла «Тилӗ вӗҫме вӗренни» = «Как лиса летать училась» кӑларӑмсене кӗртнӗ.

#чӑваш чӗлхи, #вулавӑшсем, #кӗнекесем, #литература, #парнесем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3017.64.2848
2021.06.23 12:34
Agabazar
Парнелемесĕрех хăйсем туянма килĕшмеççĕ-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем