Политика
![]() Павел Семёнов Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар (Шупашкар хыҫҫӑн калӑпӑшӗпе вӑл иккӗмӗш) каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине «Regnum» информаци агентстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама сити-менеджерӑн ҫумне Дмитрий Пулатова шаннӑ. Канашра 1976 ҫулта ҫуралнӑ Павел Семёнов Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 7 уйӑхран та сахалрах ӗҫленӗ. Вӑл должноҫе ӑна пӗлтӗрхи раштавӑн 2-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. 2000 ҫултанпа сити-менеджер должноҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑхӑр ҫын йышӑнса пӑхма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |