Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Эпоксидлӑ сӑмала ҫинче хатӗрленӗ шпатлевкӑна лавккана каялла тавӑрса пама май пур-и?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.08.2021 10:35 | 982 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Республикӑри Роспотребнадзор йӑлари хими таварӗ пирки хурав панӑ. Вӗсем патне пӗр ҫын эпоксидлӑ сӑмала ҫинче хатӗрленӗ шпатлевкӑна туяннӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ ӑна каялла илме килӗшменни пирки ыйтупа пынӑ. Туяннӑ хыҫҫӑн тавар уншӑн юрӑхлӑ пулманнине вӑл ӑнланнӑ, шпатлевкӑна уҫман. Апла пулин те сутуҫӑ йӑлари хими таварне улӑштарма е каялла тавӑрма юраманни ҫине таянса шпатлевкӑна каялла йышӑнман.

Роспотребнадзор хуравӗнчен ҫакӑ паллӑ пулса тухать. «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» саккунӑн 25-мӗш статйи тӑрӑх ҫимелли мар таварсене, туянакана вӗсем хӑйсен хурмипе, виҫипе, фасонӗпе, калӑпӑшӗпе, тӗсӗпе е комплектацине пула кӑмӑла кайман пулсан, туяннӑ вырӑнта ҫавнашкалтарах урӑх тавар ҫине ылмаштарма ирӗк пур.

Ҫав шутрах улӑштарма е каялла тавӑрса пама юраман таварсен списокӗ те пур, вӗсене РФ Правительстви 2020 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче 2463 номерлӗ постановленипе ҫирӗплетнӗ. 7-мӗш пунктра йӑлари хими таварӗсем ылмаштарма е каялла тавӑрса паманнисен шутне кӗни пирки пӗлтернӗ. Вӑл е ку тавар йӑлари хими шутне кӗнипе кӗменнине Раҫҫей продукцийӗн пӗтӗмӗшле классификаторне уҫса пӑхсан пӗлме пулать. Унта вара эпоксидлӑ сӑмала ҫинче хатӗрленӗ шпатлевкӑна йӑлари хими шутне кӗртнӗ.

Ҫапла май вара Роспотребнадзор шухӑшӗпе сутуҫӑ туяннӑ шпатлевкӑна каялла йышӑнманнипе тӗрӗс тунӑ, потребителӗн правине пӑсман.

#суту-илӳ, #Роспотребнадзор, #таварсем, #саккунсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем