Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпе ялӗ ҫывӑхӗнче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр ҫинче типӗ курӑк тата тӗмсем ҫуннӑ. Кун пирки пушарнӑйсене ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ. Ҫулӑм 70 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме Сӗнтӗрвӑрри тата Канаш районӗсенчи вӑрман хуҫалӑхӗнчи ӗҫченсем ҫитнӗ. Пушара 5 техника сӳнтернӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме Вӑрмар районӗнчи 20 ҫын ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов тата Кавал ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Алексей Николаев та вырӑнта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |