Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() 18 ҫулти каччӑна ток ҫапнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн тӗпчеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑсса пулӑшу кӳни ҫын вилнипе вӗҫленсен ҫав статьяпа ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Пӑтӑрмах 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчи «VILLAGE» хӑна комплексӗнче пулса иртнӗ. Шупашкар каччи бассейна епле ӑшӑтнине пӗлменрен шыва чӑмнӑ. Ҫамрӑка ток ҫапнӑ, вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Бассейнпа епле усӑ курнине, ытти ҫынна та вӑл шар кӑтартнипе кӑтартманнине палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем унта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен каннӑ ҫынсене сасӑ пама ыйтаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗн телефон номерӗ — (8352) 62-04-05. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |