Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ. Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ. Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |