Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви лавккара суя укҫа тыттарса хӑварнӑ хӗре шыранине пӗлтернӗ. Шупашкарти Ленинград урамӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗрне тавар туянма пынӑ хӗр лавккари япалашӑн кулӑш банкӗн билечӗпе татӑлнӑ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хӗр сутуҫӑна 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тыттарса хӑварнӑ, сутуҫӑ ҫавна уйӑрса илеймен. Тавар туяннӑ хӗр сӑнпа пӑхсан 19-20 ҫулсенче, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳллӗшӗ — 165-170 сантиметр, ҫырӑ ҫӳҫлӗ. Хӑй ҫутӑ куртка тата кӑвак джинс тӑхӑннӑ. Хӗре уйӑрса илнисене 8-917-664-60-06 е 102 телефонпа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |