Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Культура: Театрти премьера: куйкӑрӑш ҫӑмартинчен чӗпӗ тухӗ-ши?

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 11.10.2021 06:37 | 830 хут пӑхнӑ
Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене ҫак эрнере премьерӑна йыхравлать. Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Телей кайӑкӗ» спектакль пӗтсе пыракан чӑваш (тепӗр тесен, ун пекки Чӑвашра ҫеҫ-и?!) ялӗ ҫинчен. Трагикомедие курма театра юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каймалла.

«Телей кайӑкӗ» спектакль пирки ticketform.ru билет операторӗ ҫапларах ӑнлантарса панӑ: «Арҫынсӑр юлнӑ пӗтсе пыракан ялта пурте хӑй пек телейсӗр, анчах кашнин нуши пӗрлехи инкек пулса тӑрать те, ял-йыш ырлӑхӗпе харпӑр хӑй телейӗшӗн мӗнпурӗ хӑй пӗлнӗ пек тапаҫланма тытӑнать…

Ялта хӗрарӑмсем те ачасем кӑна, колхоз юхӑннӑ, культура вучахӗ сӳннӗ, ӗҫ ҫуккипе арҫынсем инҫете тухса кайнӑ, вӗренекенсем сахаллипе шкула хупасшӑн — ку паянхи Раҫҫейре пурте палласа илекен ӳкерчӗк. Ӑҫта ҫӑлӑнӑҫ, мӗн тумалла шкула сыхласа хӑварас тесен? Паллах, ача шутне ӳстермелле. Анчах… таврара та пӗр арҫын ҫеҫ. Пуҫланать ялта хирӗҫтӑруллӑ пӑтӑрмах! Хветура, ҫӗр ҫултан иртнӗ аптраман кинеми, «килтен писнӗ Куйкӑрӑш кайӑка каялла тавӑрмасӑр ман вилме ирӗк ҫук» тесе шутлаканскер, ялта йӗрке тума пикенет: никам сисиччен мӑнукӗн «алӑран вӗҫерӗннӗ» мӑнукне, Саньккӑна та, хӗрарӑмсене те «вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах», соцсетьсем урлӑ, «тӑна кӗртсе» пурӑнать. Ҫапла майпа кӗтмен ҫӗртен пурин ӗмӗчӗ те пурнӑҫланать. Анчах Саньккӑ тупнӑ​ Куйкӑрӑш кайӑк ҫӑмартинчен чӗпӗ тухӗ-ши?..»

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче театр Ярослава Пулиновичӑн «Жанна» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Пылак пурнӑҫ йӳҫӗ...» драмӑна куракан патне ҫитерӗ.

#культура, #ял пурнӑҫӗ, #спектакльсем, #ӳнер, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш театрӗн спектакльне Раҫҫей порталӗнче кӑтартӗҫ
2021, 09, 15
Театр ӗҫченӗсем стипендие тивӗҫнӗ
2021, 09, 16
Cуеҫӗсем
2021, 10, 01
Академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлӗ
2021, 10, 04
Ҫӗнӗ сезон «Молодцы!», «Маттур!» тенипе уҫӑлчӗ
2021, 10, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org