Культура
![]() Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен союзӗн хӑш-пӗр пайташӗ кӑҫал хӑйсен пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама РФ Театр ӗҫченӗсен союзӗн стипендие тивӗҫнӗ. Сумлӑ йыша 6 ҫын кӗнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Наталья Ахмед — кӗҫӗн тата вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли «Бабушкины сказки – Бабушкин волшебный сундучок» (чӑв. Асанне юмахӗсем — Асаннен асамлӑ арчи) ярӑмпа спектакльсем лартма; Пукане театрӗнчи Алина Каликова — «Особые-Разные-Равные» (чӑв. Расна-Тӗрлӗрен-Тан) проект валли; асӑннӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов — Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 470 ҫул ҫитнине халалласа «Улетай на крыльях ветра» (чӑв. Ҫил ҫуначӗпе вӗҫсе кай) программа хатӗрлеме; Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Сергей Павлов — Юлия Николаеван «Инкеклӗ телей» повеҫӗ тӑрӑх инсценировка лартма; асӑннӑ театрти Наталия Сергеева — «Сказка о волшебном щучьем Слове» (чӑв. Асамлӑ сӑмах ҫинчен юмах) сывлӑх енчен хавшак ачасем валли интерактивлӑ спектакле лартма; «Станиславский.КОМ» театрти Александр Романов — интернатра вӗренекен ачасем валли «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) проект хатӗрлеме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |