Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ӳсӗр пулӑҫ Атӑл варринче путма пуҫланӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 13.10.2021 19:37 | 158 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре полицирен ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ, Атӑл варринчи пулӑҫа ҫыран хӗррине илсе тухмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ.

Унта акӑ мӗн пулса иртнӗ. Икӗ тус пулла кайма хатӗрленнӗ. Пӗри лавккана кӗнӗ, тепри кимӗре кӗтсе ларнӑ. Ӳсӗрскер ҫывӑрса кайнӑ та кимӗ шалалла та шалалла кӗнине сисмен. Атӑл варрине ҫитсен тин тӑна кӗнӗ. Вӑл тӳрех асне килнӗ номерпе – полицие – шӑнкӑравланӑ.

Ӳсӗр пулӑҫ кимӗрен тухса ӳкнӗ. Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Пулӑҫ каланӑ тӑрӑх, сивӗ шывра унӑн ури ним туйми пулнӑ.

#полици, #пулӑҫсем, #Атӑл, #ҫӑлавҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ: 2 ҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ
2021, 07, 28
Пулла кайсан эрех ӗҫнӗ те Атӑл тӑрӑх ишнӗ
2021, 07, 30
Атӑлта кимӗ сӳнсе ларнӑ
2021, 08, 04
Утрав ҫинче аманнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ
2021, 08, 27
Ҫухалнӑ кӑмпаҫӑсем ҫӑлавҫӑсене курсан савӑннӑ
2021, 09, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org