Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Камера музыкин концерчӗ иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.10.2021 20:06 | 1312 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ.

Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ.

Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ.

#ӳнер, #Шупашкар, #концертсем, #театрсем, #культура, #артистсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1435.81.1268
2021.10.14 07:57
М.И. Скворцов словарьне уçатпăр: камерный (уйрăм солист е пĕчĕк ансамбль каламалли); камерная музыка-камерлă музыка; камерный концерт - камерлă концерт. 341 с., 1 том.
Ялтан // 1435.81.1268
2021.10.14 14:28
Камера музыки вара - пысăк çăра чăнкăртатни, алăк чĕриклетсе уçăлни, бетон урайне таплаттарса пусни тата ытти те.
Пĕр япала мар!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем