Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Вольскра 5 класс хӗрачи ҫие юлса анне пулса тӑнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 16.10.2021 12:27 | 362 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
esudroff ӳкернӗ сӑн, Pixabay сайтран илнӗ
esudroff ӳкернӗ сӑн, Pixabay сайтран илнӗ

Сарӑту облаҫӗнчи ЗАГС ӗҫӗн управлени пуҫлӑхӗ Юлия Пономарева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӑрӑхри чи ҫамрӑк амӑшӗ 2021 ҫулта — 14 ҫулти хӗрача. 13 ҫулти Любӑпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн 23 ҫулти курьера айӑпласа виҫӗ ҫуллӑха колонине ӑсатнӑ, анчах вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан ашшӗ вӑл мар пулса тӑнӑ.

«Вольск.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, рекордсменка Вольск хулинчи Люба иккен, вӑл 5-мӗш класра ҫие юлнӑ, ҫакӑ гинеколог патӗнче тӗрӗсленӗ чухне палӑрнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗчӗк ачапа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн 23 ҫулти Сергей Заборовский курьера пӗтӗмӗшле режимлӑ колонине виҫӗ ҫула яма приговор йышӑннӑ. Суд ӑна УК РФӑн 134 статьян 3-мӗш пайӗпе (14 ҫула ҫитмен ачапа арлӑ ҫыхӑнӑва кӗни) айӑплӑ тесе йышӑннӑ.

Сергей Любӑна икӗ ҫул ытла пӗлнӗ. Унӑн малтанхи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, вӑл вӗсен туйӗ вӗҫленсенех темиҫе сехетлӗхе хӗр ача патне кайса килнӗ. Анчах ачан ашшӗ Сергей мар пулса тӑнӑ.

Пиллӗкмӗш класра вӗренекен хӗрачапа курьер пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл укҫа ӗҫлесе илме Саратова тухса кайнӑ. Шкулта вӗренекен хӗрача вара 17-ри Александрпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ.

Портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Люба август уйӑхӗн вӗҫӗнче ача ҫуратнӑ, анчах хӑй ҫула ҫитменнине пула пепкене кукамӑшӗ пӑхса ҫитӗнтерен. Сӑмах май каласан, Люба амӑшӗ 35 ҫулта кӑна-ха. Ҫамрӑк амӑшне хӑйне хальхи вӑхӑтра 6-мӗш класа куҫарнӑ, вӑл килти майпа вӗренет.

Заборовски Вольск район сучӗн йышӑнӑвне хирӗҫлемен, колоние кайнӑ. Улттӑмӗш клас хӗрачи ирӗклӗхсӗр вырӑна лекнӗ арҫынпа ҫыхӑну тытнипе тытманни паллӑ мар. Приговор йышӑниччен вӗсем мӑшӑрланасшӑн пулнӑ, «ТикТокра» пӗрле роликсем те ҫыра-ҫыра илнӗ, пӗр-пӗрне юратни ҫинчен каланӑ. Шкул хӗрачи халӑх тетелӗсенче Сергей хушамачӗпе те алӑ пусма пуҫланӑ пулнӑ.

#Вольск, #статистика, #Сарӑту облаҫӗ, #кӳршӗре, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

10 кунра 20 ҫын чӳречерен ӳкнӗ
2021, 05, 11
Чӑваш Енре 100 йӗкӗреш
2021, 06, 07
Кӑҫалхи 5 уйӑхра 7570 ҫын вилнӗ
2021, 07, 13
Ачасем те эрехпе наркӑмӑшланнӑ
2021, 08, 23
Ҫулла 33 ҫын путса вилнӗ
2021, 09, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org