Культура
![]() Фейсбукри Lida Filippova страницинчи сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулассине эпир унччен хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар-тӗлпулу «Современная чувашская литература: связь поколений» (чӑв. Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа иртнӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем чӑваш халӑх ҫыравҫисемпе тата поэчӗсемпе: Юрий Сементерпе, Анатолий Кипечпе, Светланой Асаматпа, Раиса Сарпипе — тӗл пулнӑ, вӗсен паха опычӗпе паллашнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем: Лидия Филиппова, Улькка Эльмен, Светлана Гордеева, Василий Кервен, Ара Мишши, Галина Кӗмӗл, Анатолий Хмыт, Иван Чураль; Александр Шпаннагель, Александр Сасакин, Елена Светлая, Мальвина Петрова, Инесса Шашкина тата ыттисем те — семинара хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |