Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӗҫех сивӗтӗ. Ҫитес талӑкра теромометр 7-12 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, кашт юр ҫума пултарӗ. Ытларикун ҫӗрле чӑн-чӑн сивӗ ҫитӗ. Термометр 25 градус таранах кӑтартма пултарӗ. Юнкун каҫхине те ҫаплах пулӗ. Раштав уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсене кӑнтӑрла та 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫил вӑйлах пулмӗ, ҫавӑнпа чӑтма ҫӑмӑлрах. Эрнекун ҫил вӑйланма пуҫлӗ. Ҫавна май кашт ӑшӑтсан та сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун тата вӑйланӗ, ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ӑшӑтма, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |