Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, сивӗтӗ, унтан... ҫумӑр ҫӑвӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Софья Савнеш 19.11.2021 18:32 | 604 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ.

Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ.

#синоптиксем, #ҫутҫанталӑк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пӗрремӗш юр хӑҫан ҫӑвасси паллӑ
2021, 10, 15
Ӑшӑ ҫанталӑк вӗҫленмен-ха
2021, 10, 25
Чӳк уйӑхӗнчех хӗл ларӗ-и?
2021, 10, 27
Кӗркунне пирӗнпе сывпуллашӗ: юр ҫӑвӗ
2021, 11, 08
Ҫанталӑк самай сивӗтӗ
2021, 11, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org