Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 
Персона: Оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулма шаннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 10.01.2022 08:23 | 1793 хут пӑхнӑ
Персона
Андрей Попов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Андрей Попов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Культура учрежденийӗн тилхепине Андрей Попова тыттарнӑ. Андрей Викторович пирки ҫак самантра нимех те пӗлместпӗр.

Хыпара каярах ҫӗнетӗпӗр.

PS. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Попов 36 ҫулта. Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен балет артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ, каярах унти патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче балетмейстер-репетитора тата Аслӑ экономика шкулӗнче юриста вӗреннӗ.

2003-2010 ҫулсенче Пермьри П.И. Чайковский ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче балет солистӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗнче, Пермьри хореографи училищинче, Пермьри патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче, Питӗрти балет театрӗнче балет труппин заведующийӗнче тата директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Екатеринбургри «ТанцТеатр» балет труппин филиалне ертсе пынӑ.

#театрсем, #Екатеринбург, #Пермь, #культура, #хушусем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.10 12:40
Кӗçех Чӑваш Енри пур министерствӑсемпе ведомствӑсенчен, предприятисемпе организацисенчен пыл хурчӗсене тӗтӗмпе тӗтӗрнӗ пек майӗпен кӑларса пӗтерӗç: Информаци министрӗ - варяг, НАЦИ телерадиокомпанийӗн пуçлӑхӗ - варяг (унта чылай çул тӑрӑшнӑ пӗр журналист-продюсер каланӑ тӑрӑх С.В.Губанова ӗçрен 40 çынна кӑларнӑ иккен!), халӗ оперӑпа балет театрне черет çитрӗ, шел. Интереслӗ: тепӗр 10 çултан Чӑваш Енре чӑваш юлӗ-ши?!

2022.01.10 12:41

Agabazar // 4126.3.9648
2022.01.10 15:17
Agabazar
Клементьев ҫав вырӑнтах юлнӑ пулсан — епле аван пулатчӗ!
Чӑваш ҫынни мӗнпе айӑпа кӗчӗ-ши? Вӑл экстремист мар, патшалахӑн ют ҫӗршывсемпе ҫыхӑннӑ политикине ҫеҫ мар, шалти политикӑна та ним пӑркаланмасӑр йышанать. Хӑйне пит асӑрханса тыткалать.
Чӑваш наци конгресӗ те, Алексей Петрович Леонтьев тивлечӗпе, тивӗҫлӗ ырлав йышанӑвӗ тунӑ тахҫанах.
Юрас тесе тата мӗн тумалла-ши? Юрассине юрама тарӑшӑпӑр-ха, анчах те лешсемех пиртен кулаҫҫӗ — колххоҫнӗк, мӗскӗн, лӑпкӑ, йӑваш, хӑравҫӑ, ниме пултарайман ҫын теҫҫӗ. Йӗкӗлтев.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 
Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем