Сывлӑх
![]() Pinterest сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви омикрон штампа чирленӗ пӗрремӗш ҫын хӑйне мӗнле туйнине пӗлтернӗ. Республикӑри тӗп терапевт Лариса Тарасова каланӑ тӑрӑх, вӑл 67 ҫулта, республика тулашне тухса ҫӳремен, вакцинациленнӗ пулнӑ. Анчах унтанпа 21 кун ҫитменнипе антителӑсем пулса ӗлкӗреймен. Пациентӑн чирӗ вӑтам йывӑр иртет, сывлӑхӗ тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухман. Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 42 регионта 1682 ҫын омикрон штампа чирленӗ. Вӗсен 28 проценчӗ кӑшӑлвирусран икӗ компоненчӗпе те вакцинациленнӗ. Инфекциленнисен 70 проценчӗ чикӗ леш енче пулман. Лариса Тарасова тӗп терапевт прививка тутарнисем те омикронпа чирленине, анчах вӗсем чире ҫӑмӑллӑнрах ирттернине палӑртнӑ, халӑхӑн пысӑк пайӗ вакцинациленсен тин пандеми пӗтессине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |