Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра Чӑваш Ен ҫынни вилнӗ. Тепӗр тесен пирӗн республика ҫынни тесе ҫирӗплетсех калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен машинӑсен регион номерӗ тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтарх ҫынни урӑх ҫӗрте те пурӑнма пултарать. Ҫӗнӗ Мускаври инкеке лекнӗ грузовик номерӗнче 21-мӗш регион тесе кӑтартнӑ. Груз турттаракан машина водителӗ инкек вырӑнӗнче пурнӑҫран уйӑлса кайнӑ. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Мускаври ҫул ҫавринчи инкекре 6 грузовик пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫав шутра — 21 регионти «Валдай» машина та. Унӑн номерӗ — К480ОЕ 21. Ҫав машина икӗ автомобиль хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Пӑтӑрмахра тата тепӗр ҫын шар курнӑ. Ӑна вертолётпа пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |