Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ӳнер
![]() Курава хутшӑннисем Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян «Деревья и мы» (чӑв. Йывӑҫ тата эпир) ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине шута илсе курава уҫнӑ уява чылайӑнах пухӑнман. Район администрацийӗ ячӗпе социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова тухса калаҫрӗ. Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юбиляра саламлама пысӑк ушкӑн Чӑваш ӳнерҫисен ушкӑнӗнчен пынӑччӗ. Вӗсем Вячеслав Еткере кӗпе тӑхӑнтартрӗҫ, тӗрлӗ парнесем парнелерӗҫ. Тӑванӗсем те — ывӑлӗпе кинӗ тата мӑнукӗ 60 ҫул тултарнӑ ӳнерҫе ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Вячеслав Еткер (Андреев) 1962 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ишлейре пурӑнать, кунтах унӑн ӗҫ лаҫҫи вырнаҫнӑ. 1989 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Вячеслав Еткер ытларах енӗпе йывӑҫран касса кӳлепесем тӑвать. Вӑл хатӗрленӗ юпасем республикӑн тата Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗсенче вырнаҫнӑ. Вячеслав Еткер тунӑ парк кӳлеписем ҫавӑн пекех Элӗкре, Красноармейскинче тата ытти район центрӗсенче тӑраҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче Юрий Туринкен пахчинче туса лартнӑ Киремет те вӑл ӑсталанӑскер. | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |