Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.4 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тимой

Ӳнер
Курава хутшӑннисем
Курава хутшӑннисем

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян «Деревья и мы» (чӑв. Йывӑҫ тата эпир) ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине шута илсе курава уҫнӑ уява чылайӑнах пухӑнман. Район администрацийӗ ячӗпе социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова тухса калаҫрӗ. Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юбиляра саламлама пысӑк ушкӑн Чӑваш ӳнерҫисен ушкӑнӗнчен пынӑччӗ. Вӗсем Вячеслав Еткере кӗпе тӑхӑнтартрӗҫ, тӗрлӗ парнесем парнелерӗҫ. Тӑванӗсем те — ывӑлӗпе кинӗ тата мӑнукӗ 60 ҫул тултарнӑ ӳнерҫе ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Вячеслав Еткер (Андреев) 1962 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ишлейре пурӑнать, кунтах унӑн ӗҫ лаҫҫи вырнаҫнӑ. 1989 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ.

Вячеслав Еткер ытларах енӗпе йывӑҫран касса кӳлепесем тӑвать. Вӑл хатӗрленӗ юпасем республикӑн тата Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗсенче вырнаҫнӑ. Вячеслав Еткер тунӑ парк кӳлеписем ҫавӑн пекех Элӗкре, Красноармейскинче тата ытти район центрӗсенче тӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

Ӳнер

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ.

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен.

Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть