Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енри чи пуян министра палӑртнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.05.2022 18:17 | 588 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пӗлтӗр Чӑваш Енри министрсенчен пуринчен ытла ӗҫлесе илни — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫулталӑкри унӑн тупӑшӗ малтанхинчен 28 хут ӳссе 32,184 млн тенкӗпе танлашнӑ.

Транспорт министрӗн Владимир Осиповӑн тупӑшӗ 3,88 хут ӳссе унчченхи 2,9 миллионран 11,26 млн тенке ҫитнӗ. Промышленность министрӗн Александр Кондратьевӑн 2021 ҫулхи тупӑшӗ — 8,61 миллион тенкӗ; финанс министрӗн – 7,762 миллион; строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Павел Даниловӑн — 6,716 миллион тенкӗ; ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Алена Елизарован — 3,431 миллион; ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн – 3,226 миллион; цифра аталанӑвӗн министрӗн Кристина Майнинан – 3,07 миллион; сывлӑх сыхлав министрӗн Владимир Степановӑн – 3,063 миллион; спорт мнистрӗн Василий Петровӑн – 2,744 миллион; культура министрӗн Светлана Каликован – 2,627 миллион; ҫутҫанталӑк тата экологи министрӗн Эмир Бедертдиновӑн – 2,31 миллион тенкӗ.

Пӗлтӗр пуринчен сахал ӗҫлесе илни — ведомствӑна 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен ертсе пыракан вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Унӑн тупӑшӗ 1,583 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтӗр 5 миллион та 896 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине, унӑн тупӑшӗ виҫӗмҫулхинчен 350 пин тенкӗ ӳснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

#тупӑшсем, #укҫа-тенкӗ, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем