Пӑтӑрмахсем
![]() "Город Грехов" архивӗнчи сӑн Паян, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 12 сехет те 50 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишекрен 5 ҫухрӑмра, авари пулнӑ. Шел те, ҫын та вилнӗ. Машина ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» ҫунма пуҫланӑ, «Нива» вара кювета чӑмнӑ. Иномаркӑри 40 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, 43-ри водитель аманнӑ. «Нивӑри» 61 ҫулти водитель тата 2-ри ача суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |