Хулара
![]() alfakontakt.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май Шупашкарти ача пахчисене ӑшӑ пама йышӑннӑ. Ара, шӑпӑрлансем шӑнаҫҫӗ вӗт. Шкулсенче вара сивӗ-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче те ӑшӑ панӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хыпарлать. Ку ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пулӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 5 кун ӗнтӗ сывлӑш температури вӑтамран 8 градусран сахалрах пулнӑ. Синоптиксем хӑҫан ӑшӑтма пуҫлассине каланӑ: ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |