Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗне пӑхӗ. Artur Gibovskij каналӑн видео сӑнӗ РФ Патшалӑх Думи тислӗкпе каяш тӗлӗшпе харпӑрлӑх правине хатӗрлеме ирӗк паракан саккун йышӑннӑ. Малашне вӗсене нимле чӑрмавсӑр туянма та, сутма та май пулӗ. «Лента.ру» ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫӗршывра органикӑллӑ имҫам отрасльне йӗркелеме пулӑшӗ. Унччен тислӗке производствӑн каяшӗ тесе шутланӑ — ял хуҫалӑх ҫаврӑнӑшӗнче унпа усӑ курма чарнӑ. Уйсене унпа имҫамлас тесен экологи тӗлӗшпе экспертиза ирттерсе лицензи илмелле пулнӑ. Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен тислӗкпе чӑх-чӗп каяшӗ выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан, тӑпра пулӑхлӑхне ӳстерекен япала пек шутланӗҫ — урӑхла каласан, чарусене пӗтерӗҫ. «Саккун проектне йышӑнни органикӑллӑ имҫамӑн уйрӑм отрасльне йӗркелеме, ҫак продукцие экспортлама, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх каяшне ял хуҫалӑхӗнче чӗртавар пек усӑ курма май парать», — тенӗ проекта ӑнлантарнинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |